Вӗсен хушшинче такам та пулчӗ: вӗрентекенӗ те, вӗренекенӗ те, пуҫлӑхӗ те, пуҫлӑха пӑхӑнаканӗ те, библиотекарӗ те, калем ӑсти те, авторӗ те, авторӗн геройӗ те. Сӑмахӑм — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн пултаруллӑ ҫыннисем) интернет-конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чыслани пирки.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян иртнӗ темиҫе мероприятирен пӗри шӑпах ҫакӑ пулчӗ те. Ӑна республикӑн парламент пурнӑҫне 20 ҫул ҫутатса тӑракан пичет кӑларӑмӗ хӑйӗн 20 ҫулхине халалласа ҫавра сӗтел евӗр йӗркелерӗ.
Ҫур ҫула тӑсӑлнӑ интернет-конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та пулса иртрӗ. Ҫӗнтерес тесе хӑш-пӗр автор хальхи интернет технологийӗсемпе усӑ курса хӑйшӗн суя сасӑсем хушма пӑхрӗ. Теприсем конкурента сирес тесе те ҫапла хӑтланчӗҫ пулмалла. Апла-и, капла-и, чи-чи лайӑх материал авторӗсене палӑртрӗҫ-палӑртрӗҫех. Кашни районтан пӗрер ҫынна чысларӗҫ паян. Вӗсенчен чи-чисене, абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗсене, ик автора уйӑрса илчӗҫ. Ку ята Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мишеркассинчи чӑваш чӗлхипе литературин учителӗ Светлана Храмова тата Етӗрне районӗнчи тӗп вулавӑшри сектор заведующийӗ Наталья Мазюкова тивӗҫрӗҫ.
Ҫак кунсенче «Ирӗклӗх» наципе культура аталанӑвӗн пӗрлӗхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫӗнӗ сӗнӳпе тухнӑ — Конституци судне йӗркелеме сӗннӗ. «Ирӗклӗх» хастарӗсен шухӑшӗпе ку Чӑваш Республикинче граждансен обществине тата правӑллӑ патшалӑха аталантарма май парӗ, республикӑн суд системине лайӑхлатӗ, чӑваш патшалӑлӑхне ҫирӗплетӗ, граждансен конституци прависене, ирӗклӗхне тата интересӗсене судра хӳтӗлеме пулӑшӗ. Конституци сучӗ Раҫҫей Федерацийӗнче пурӗ виҫӗ республикӑра ҫеҫ ҫук иккен — Алтайпа Крым республикисенче тата Чӑвашра. Аса илтеретпӗр, пирӗн Раҫҫейре пурӗ 22 регион республика (патшалӑх) шайӗнче шутланать.
«Ирӗклӗх» ятарлӑ тӗпчев те ирттернӗ — вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх пирӗн республикӑра саккуна пӑсакан нормативлӑ право акчӗсене сахал мар тупӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӑш чухне республика ертӳҫисемпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем йышӑннӑ саккунсем халӑх хушшинче хӗрӳ калаҫусем ҫуратаҫҫӗ. Конституци судне йӗркелесен граждансем хӑйсен прависене лайӑхрах хӳтӗлеме пултарасса шанать «Ирӗклӗх» пӗрлӗх.
Хастарсем Патшалӑх Канашне янӑ ҫырура Чӑваш Республикин Конституци судне йӗркелеме пур мерӑсене те тума, ҫав шутра Чӑваш Республикин Конституцине республикӑри суд системи пирки улшӑнусем кӗртме, «Чӑваш Республикин Конституци Сучӗ ҫинчен» саккуна тата ытти нормативлӑ право акчӗсене хатӗрлесе йышӑнма ыйтаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Элӗк районӗнче юрласа та ташласа, хаваслӑ ытти мероприяти йӗркелесе хӗл ӑсатассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хӗле ытти тӑрӑхра та ҫак кунсенче ӑсатрӗҫ. Хӗрлӗ Чутайӗнче те уява пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пухӑннӑ.
Уявпа саламлама республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем таранах пырса ҫитнӗ. Николай Малов вице-спикер тата Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи Валерий Павлов (вӑл та депутат) уява пухӑннисене ырӑ сунса ӑша сӑмах нумай каланӑ.
Кӳлнӗ лашасем те уява илем кӳнӗ. Вӗсене капӑрлатса ял тӑрӑхӗсем илсе пынӑ та вӗсенчен чи чаплисене районтисем палӑртнӑ. Ку енӗпе Тралькасси тӑрӑхӗ пуринчен чапли пулнӑ. Хӗрлӗ чутайсем, акчикассисем те палӑрнӑ. «Солнышко» (чӑв. Хӗвелпи) ача пахчи те аслисенчен юлман.
Сӑнсем (50)
Ҫак кунсенче республикӑри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетекен канашлусем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ. Ӗнер ун пекки Елчӗк тата Шупашкар районӗсенче пулнӑ.
Муниципалитетсенчи ҫулталӑк пухӑвне республикӑна ертсе пыракансем хӑйне евӗр пайланса кайнӑ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Елчӗк тӑрӑхне унти Лаш Таяпара ҫуралса ӳснӗ Юрий Попов (вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи), Шупашкар районне Михаил Игнатьев Элтепер (вӑл Янӑш тӑрӑхӗнчи Тӑманакассинче, халӗ ку ял Кӗҫӗн Турхан урамӗ шутланать, ҫуралнӑ) кайнӑ.
«Район малашне те ӑнӑҫлӑ аталанса пытӑр. Ҫамрӑксем ялтах юлччӑр. Тӑван ен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеччӗр», — тенӗ Михаил Васильевич Шупашкар районӗсем хӑйсен иртнӗ ҫулхине пӗтӗмлетме И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче пуҫтарнӑ пухура.
Сӑмахӗ кунта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ ирттернӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн паллӑ ҫыннисем) интернет-конкурс ҫӗнтерӳҫи пирки пырать. Шел те, анчах пурне те илсе каяймӗ-ха хаҫат.
Хӑйсен тӑрӑхӗнчи тава тивӗҫлӗ ҫынсем тата вӗсем пирки парламент хаҫачӗ ирттерекен конкурсра каласа кӑтартма тивӗҫ тесе шухӑшланӑ ӗҫсене парламент кӑларӑмӗ иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех пухрӗ. Кайран интернет-сасӑлав ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗ. Малтанхи тапхӑрта — кашни районпа уйрӑмшар.
Тӳррипе каласан, конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та сиксе тухнӑ. Хӑшӗсем сасӑсене суя мелпе хушма тытӑннӑ. Кун пек пуласса хаҫатҫӑсем тӗлленменччӗ те. Суя сасӑллисене палӑртас тата вӗсен ҫулне пӳлес тӗллевпе хӑш-пӗр ӗҫе конкурсран та кӑларма тивнӗ. Сасӑлава та ҫав сӑлтава пулах вӑхӑт ҫитиччен вунӑ кун маларах чарма лекнӗ. Чарнӑ вӑхӑт сайтӑн администраторне суя сасӑсене пӑрахӑҫлама кирлӗ пулнӑ.
Районсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем халӗ паллӑ, вӗсем пирки хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарларӗ.
Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫнелле (раштавӑн 23-мӗшӗнче) Тутарстанри депутатсем Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ пухӑвӗн Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе ҫыру хатӗрлесе янӑ, унта вӗсем Раҫҫей Федерацийӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессин концепцинче ҫитменлӗхсем пуррине палӑртнӑ. «Концепцинчи вырӑс чӗлхин аталанӑвӗ пирки калакан пая хатӗрлесе ҫитернӗ пулин те Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ документра вырӑс мар тӑван чӗлхесене аталантарма тата упрама паракан конституци шанӑҫне тивӗҫтерменни, Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен вӗрентӳ тата культура прависене хӳтӗлеменни пирки палӑртать», — тесе ҫырнӑччӗ. Вырӑс чӗлхине вӗрентмелли концепци ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийен 26-мӗш статьян иккӗмӗш пайӗпе килӗшсе тӑманни пирки палӑртнӑччӗ. Пӗлӗве вырӑсла кӑна илме пултарни конституци шантаракан халӑхсен пӗртанлӑхне пӑсни пирки те ҫырура кӑтартнӑччӗ.
Тутарсем хатӗрленӗ Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе янӑ ҫырӑва Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗнче те пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин Юрий Поповӑн пресс-ҫыруҫи Ольга Панова малашне республикӑн правительствинче ӗҫлӗ.
Ольга Панова - пресс-ҫыруҫӑ кӑна та. Вӑл Чӑваш наци телекуравӗнче информаци кӑларӑмне те ертсе пырать. Хастар та ӳркенменскер блогер пирки те Рунетӑн республика шайӗнчи анлӑшӗнче палӑрса тӑрать. Блогер пулнӑ май вӑл, сӑмах май, самай тӳррӗн те уҫҫӑн ҫырать, пурнӑҫри ҫивӗ ыйтусене хускатать.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне Ольга Панова Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн куҫнӑ. Унччен премьер-министрӑн пулӑшуҫин вакансийӗ темиҫе уйӑх пушӑ пулнӑ.
Ольга Панова Иван Моторин премьер-министр пулӑшуҫине вырнаҫнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин парламенчӗн пресс-службинче ҫыруҫа вакансийӗ вӑхӑтлӑха пушанса юлнӑ.
Паян прокуратура ӗҫченӗсем ҫак органа йӗркеленӗренпе 294 ҫул ҫитнине савӑнӑҫлӑ пуху ирттерсе паллӑ тунӑ.
Республикӑри ҫак тытӑмра ӗҫлекенсене Сергей Легостаев прокурорсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов саламланӑ.
Кирек епле уяври пекех унта чыславсем те пулнӑ. Юрий Попов спикер республика прокуратурин пай пуҫлӑхне Дмитрий Теллина тата Ҫӗнӗ Шупашкар прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫине Рузалия Шафрутдинова Хисеп грамотипе наградӑланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев прокуратура ӗҫченӗсен компетентлӑхӗнчен тата тӳрӗ кӑмӑллӑхӗнчен ҫынсен социаллӑ прависене тата экономикӑри ирӗклӗхӗсене, патшалӑхӑн саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлессин пахалӑхӗ тата ҫӗршыври политика ҫирӗплӗхне упраса хӑварасси тӳрремӗнех килет тесе палӑртнӑ.
Кӗҫнерникун, раштавӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем 34-мӗш сессие пухӑннӑ. Сесси хӗрӳ иртни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хутчен те пӗлтернӗччӗ-ха.
Сессире депутатсем пӑхса тухнӑ ыйтусен шутӗнче «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна улшӑну кӗртесси ҫинчен» ятли те пулнӑ.
Саккун проектне икӗ вулавпа пӑхса тухнӑ. Ун пирки пуҫласа ҫуллах калаҫнӑччӗ. Петр Краснов депутат ертсе пыракан, социаллӑ ыйтусемпе тата наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен комитет ӑна пуҫласа сӳтсе явнӑ чух саккуна хӑвӑрт йышӑнма май ҫуккине, ӑна тӗплӗн сӳтсе явмаллине палӑртнӑччӗ.
Улшӑнусем пирки каласан, саккунӑн 10-мӗш статйине, сӑмахран, референдум ирттерессипе ҫыхӑннӑ хута епле чӗлхепе ҫырассине ылмаштарнӑ. Маларах вырӑсла ҫырмалли пирки каланӑччӗ. «Кирлӗ пулсан чӑвашла тата ытти халӑх чӗлхипе» шухӑша палӑртнӑччӗ. Халӗ вырӑсла тата чӑвашла ҫырасси тата пичетлесси пирки каланӑ. Кирлӗ пулсан ытти халӑх чӗлхипе пичетлессине асӑннӑ.
Унсӑр пуҫне ытти пысӑках мар хӑш-пӗр улшӑну пур.
Паян «Хыпар» издательство ҫуртӗнче Раҫҫей Федерацийӗн улттӑмӗш суйлаври Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова пулнӑ. Кун пирки хыпарланинче хаҫатҫӑсем Алена Аршинова Вӗренӳ комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тӗп канашӗн президиумӗн пайташӗ пулнине те палӑртса хӑварнӑ.
Хыпарҫӑсем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, Алена Аршинова издательство ҫурчӗн директорне-тӗп редакторне Михаил Арланова пуҫлӑха ларнӑ ятпа саламлама килнӗ.
Аса илтеретпӗр, ку должноҫе ӑна тинтерех лартнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Михаил Арланов Алена Аршиновӑна «Хыпар» хаҫат 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче 110 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. Издательство ҫурчӗ хальхи вӑхӑтра федерацин Атӑлҫи округӗнчи чи пысӑк медиахолдингсенчен пӗри пулнине, пӗтӗмпе 15 хаҫат-журнал кӑларса тӑнине каласа кӑтартнӑ. Депутат хаҫатҫӑсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.